Тӑван ҫӗршыва юратма, лайӑх вӗренме, аслисене хисеплеме тупа турӗҫ

Республикӑра ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас енӗпе аван ӗҫлеҫҫӗ. Ҫулсерен шкулсенче кадет класӗсем уҫӑлаҫҫӗ, шырав ушкӑнӗсемпе патриотла клубсем йӗркелеҫҫӗ тата ытти те. Вӑрмар районӗнчи Пинерти тӗп шкулта та ку енӗпе чылай ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта 5-мӗш класра вӗренекенсене "Пограничниксен ҫамрӑк юлташӑсен" отрядне илчӗҫ. 

Пинерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта пиллӗкмӗш ҫул "Пограничниксен ҫамрӑк юлташӑсен" отрячӗсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен ертӳҫи - шкул директорӗ Герман Боредский. Ку ахальтен мар. Вӑл хӑй те ҫар тивӗҫне чикӗ хуралӗнче пурнӑҫланӑ. Халӗ вара ачасене те кӑсӑклантарас тесе тӑрӑшать. Отрядри хастарсем тӑтӑшах район тата республика шайӗнчи конкурссене хастар хутшӑнса малтисен ретӗнче пулаҫҫӗ. Шкулта ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пама майсем ҫителӗклӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ музей пур, пограничниксен кӗтесне те йӗркеленӗ. 

Пинер шкулӗнче пурӗ 91 ача ӑс пухать. Вӗсенчен "Пограничниксен ҫамрӑк юлташӑсен" ретӗнче 8-9-мӗш классенче вӗренекен 13 ача тӑрать. Халӗ вӗсен ретне 5-мӗш классри 14 ачана илчӗҫ. Унччен маларах икӗ класс вӗрентсе кӑларнӑ пулнӑ. 

Уявра ачасем хӑйсене чӑн-чӑн патриотсем пек кӑтартрӗҫ: марш кӗввипе утса тухрӗҫ, Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗсене шӑрантарчӗҫ, ҫар ташшисем ташларӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ. Ҫавӑн пекех автомат салатса пуҫтарас енӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. 5-мӗш классем вара "Пограничниксен ҫамрӑк юлташӑсен" ретне кӗнӗ май, пуҫтарӑннӑ хӑнасем умӗнче Тӑван ҫӗршыва юратма, лайӑх вӗренме, аслисене хисеплеме тупа турӗҫ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров