Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонти шкула икӗ ҫул каялла тума пуҫланӑ. Капмар ҫурт пин те 400 ачана йышӑнма пултарать. Строительсем хӑйсен тӗп ӗҫне вӗҫленӗ. Шкула шалтан хӑтлӑх кӳмелли юлнӑ - сӗтел-пуканпа ытти вӗренӳ хатӗрӗсене вырнаҫтармалла. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлӳ ҫуртне пӑхса ҫаврӑннӑ май, бассейнпа спорт залне, столовӑйне, классене пахаларӗ. Ачасене тарӑн пӗлӳ пама, тӗрлӗ енчен аталантарма пӗтӗм май пулӗ кунта.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Интернационалист салтаксен урамӗнчи ҫӗнӗ шкулта та вӗренекенсене кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Пин те 100 ача валли пулать вӑл. Хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен учреждени хими, физика, математика предмечӗсене тимлӗх уйӑрӗ. Концесси килӗшӗвӗпе тӑвакан ытти шкулсенче те ачасене хӑш енӗпе аталантарассине палӑртнӑ.
Кӳкеҫри ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче те вӗрентекенсем ӗҫе пуҫӑнма хатӗр тӑраҫҫӗ. Ҫак саманта ку тӑрӑхра пурӑнакансем тахҫанах кӗтнӗ. 2015-мӗш ҫултах шкул проектне хатӗрленӗ. Ӗҫе 2023-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче пуҫӑнма май килнӗ. Кивӗ проекта улшӑнусем кӗртме тивнипе йывӑрлӑхсем пулнӑ пулин те, ачасем парта хушшине палӑртнӑ вӑхӑтрах ларасса шантарать подрядчик.
Ҫитес вӑхӑтра шкул патне ҫитерекен ҫула та юсаса йӗркене кӗртессине пӗлтерчӗ округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов. Пысӑк ӗҫе пуҫӑнма республикӑна "ПроШкола" пӗрлешӳпе тунӑ концесси килӗшӗвӗ пулӑшнӑ.
Республика ертӳҫи ҫӗнӗ шкулсенче ӗҫ мӗнле пынипе кӑмӑллӑ юлчӗ. Виҫҫӗшне те утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитерме шантарчӗҫ подрядчиксем. Пӗлӳ кунӗ ачасем парта хушшине лармалла.
Екатерина Фомина, Борис Андреев