«Сыны Отечества» пӗрлешӳ хастарӗсем Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи шкулсенче Паттӑрлӑх урокӗсем ирттерчӗҫ

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Тӑван ҫӗршыв хÿтĕлевçин кунӗ умӗн Мускаври офицерсен "Сыны Отечества" пайташӗсем Чӑваш Ене ҫитрӗҫ. Икӗ кун делегаци республикӑри тĕрлĕ шкулта паттӑрлӑх урокӗсем ирттерчӗ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те пулчĕç офицерсем.

"Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Йӗпреҫ тӑрӑхне килсе ҫӳрес йӑла 2005-мӗш ҫултанпах пырать. Çакă Сергей Исаков подполковник ку тӑрӑхран тухнипе ҫыхӑннӑ. Офицерсем тӗрлӗ ӳсӗмри вӗренекенсемпе тӑтӑшах тӗл пулусем ирттернӗ, 2009-мӗш ҫулта вара пӗрлешӳ парнисемшӗн пӑшалтан тӗл перессипе турнир пуҫарса янӑ. Ăмӑрту кӑҫал та иртрӗ, хальхинче стрелоксем Йӗпреҫ поселокӗнче пухăнчĕç. Унччен маларах Мускавран килнӗ делегаци Афганистанри вӑрҫӑ ветеранӗсен вырăнти уйрӑмӗн пайташĕсемпе пӗрле шкулсенче Паттӑрлӑх урокӗсем ирттерчӗ. Калаҫу уçă та кăсăклă пулчĕ. Хӑнасем ҫӗршыв историне аса илчĕç, çар ӗҫӗн уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартрĕç, çавăнпа пĕрлех ытти профессисем те ҫӗршывшӑн усӑллине палăртрĕç. Шкулсенче патриотла ĕç-пуç йĕркелесе пыма офицерсене Раҫҫей президенчӗн грантне çĕнсе илни те пулӑшать. 

Пӑшалтан тӗл перессипе ирттерекен турнира ҫулсерен ытларах та ытларах çамрăк хутшанать. Кӑҫал та ку ӑмӑртӑва муниципалитетри 16 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ачасемпе пӗрле офицерсем те хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. Çавăнпа пӗрлех Культура керменӗнче патриотла темăпа ҫыхӑннӑ пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Яш-кӗрӗм тĕрлĕ хайлав каласа, юрласа-ташласа тупăшрӗ. 

Леонид Петров, Виктор Степанов