Студентсен чи лайӑх проекчӗсене пахаларӗҫ

Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» курава кашни ҫулах хутшӑнать. Хальхинче те айккинче юлмарӗ.

Студентсем куравра ӑсталӑх сехечӗ ирттерчӗҫ. Курма килекенсене вӗсем ӳнер ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ятарлӑ куҫлӑх тӑхӑнсан вара Эрмитажпа Лувра та ҫӑмӑллӑнах ҫитсе курма пулать. Ҫакнашкал интерактивлӑ мел студентсене тарӑнрах пӗлӳ илме пулӑшать. Технологипе экономика факультетӗнче пӗлӳ илекенсен те ыттисене кӑтартмалли пайтах. 

 

 

Диана Иванова, Владимир Синдеев, Виктор Степанов