Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртне туса пӗтерессе ку тӑрӑхра пурӑнакансем куҫ пек кӗтеҫҫӗ. Елена Лаврова ҫемйи кунта 5 ҫул каялла тӗпленнӗ. Микрорайон ӳссех пырать, ҫавна май ҫывӑхри шкулсенче вырӑн ҫитмест. "Ачасен икӗ сменӑпа вӗренме тивет, хама та, вӗсене те кансӗр, - тет Елена. Ҫитес ҫул ывӑлӗсем ҫӗнӗ шкула ҫӳреме пуҫласса ӗмӗтленет вӑл.
Ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен шанӑҫне строительсем тӳрре кӑларас тесе ҫине тӑраҫҫӗ. Халӗ ҫуртӑн 4-мӗш хутне хӑпартаҫҫӗ. Унпа пӗрлех ытти ӗҫ те кал-кал пырать.
Шкул ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр пулмалла. Пӗлӳ кунӗ ачасем парта хушшине ларӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх кунта биологи, хими, физика, математика енӗпе тарӑн пӗлӳ парӗҫ. Ҫавӑн пекех инженери класӗсем уҫасшӑн. Пӗлӳ ҫурчӗ "Маленькие академики" садикпе тата Чӑваш патшалӑх университечӗн корпусӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Ҫакӑ профориентаци ӗҫне те ҫӗнӗлле йӗркелеме май парӗ, - тет Дмитрий Захаров министр. Проектпа килӗшӳллӗн шкулта столяр, слесарь мастерскойӗсем, информаци центрӗ, логопедпа социаллӑ педагог пӳлӗмӗсем, бассейн, спорт залӗсем пулӗҫ. Ҫурт таврашне те хӑтлӑх кӳмелле - сӑмах май, унта та хальхи йышши спорт площадки тума палӑртнӑ.
Екатерина Фомина, Елена Михайлова, Вадим Владимиров