Тӗп хулари шкулсенчи столовӑйсенче апат хакӗ 2018-мӗш ҫултанпа ӳсмен. Унтанпа тӗрлӗ ҫимӗҫ 40 процент хакланнӑ. Ҫавӑнпа апат пахалӑхне чакарас мар тесе хаксене хӑпартма йышӑннӑ. Унччен хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшӗ хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Унта 30 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ хаксем ӳснине ӑнланса ачисем апатланнӑшӑн ытларах тӳлеме хатӗр пулнине пӗлтернӗ.
Малашне 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апат 25, кӑнтӑрлахи 65 тенкӗ пулать. Сӑмах май, вӗсем унчченхи пекех тӳлевсӗр апатланӗҫ. 5-11-мӗш класс ачисен ирхи апат 30, кӑнтӑрлахи 72 тенке ҫитӗ. Ҫапла, кӗҫӗн класра вӗренекенсемшӗн 15, вӑтам тата аслӑ классенче ӑс пухакансемшӗн 17 тенкӗ ытларах тӳлемелле пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах, сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесенчи 7 пин ачана малтанхи пекех тӳлевсӗр ҫитерӗҫ.
Алена Артемкина, Наталья Егорова, Михаил Солин