Шупашкарти шкул ачисем фильм ӳкерме хатӗрленеҫҫӗ

Ҫӗршыври вӗренӳ учрежденисенче "Раҫҫей шкулӗсенчи киноуроксем" проект пурнӑҫланать.

Ҫавна май класс сехечӗсенче тӗрлӗ регионти шкул ачисем ӳкернӗ фильмсем кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш Енре те кӗске метрлӑ фильм хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ. 

"Киноуроксем" проект пирӗн республикӑра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн "Виҫӗ хӗвел" фильм ӳкерме палӑртнӑ. Унӑн сценарийӗ хатӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енри ачасем нумаях пулмасть макулатура пухса панӑ. Укҫана шӑпах кино ӳкерме усӑ курӗҫ. Проекта пурнӑҫа кӗртме ҫавӑн пекех спонсорсем пулӑшӗҫ. 

 


Алёна Артемкина, Виктор Степанов