Шупашкарти кадетсем республика чысне Атӑл тӑрӑхӗнчи спартакиадӑра хӳтӗлӗҫ

Паян ирпе Шупашкарти кадет корпусӗнче вӗренекен чи пултаруллӑ ҫамрӑксем Атӑл тӑрӑхӗнчи кадетсен спартакиадине тухса кайрӗҫ. Вӑл Пушкӑрт республикин тӗп хулинче - Ӗпхӳре иртет.

Тӗрлӗ хӑнӑхтарусене пурнӑҫласа стройра пуринпе те пӗр тан тӗрӗс утасси, пӑшалпа тӗрлӗрен хусканусем тӑвасси, кирлӗ пулсан ӑна васкавлӑн салатса пуҫтарасси. Ҫак тата ытти ҫар ӑсталӑхӗн мелӗсене кашни кадетӑн ҫӗрле тӑратсан та пӗлмелле. Куллен плацра салтак уттине туптакан каччӑсем кӗҫех хӑйсен пултарулӑхне Атӑл тӑрӑхӗнчи кадетсен спартакиадинче кӑтартмалла. 

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров