Тӗп хулари Энергетиксен урамӗнчи учрежденире ача сасси мар, ӗҫ шавӗ тӑрать. Юсав кунта авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Палӑртнӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ пысӑк. Ҫур ӗмӗр каялла хӑпартнӑ ҫуртра тӑррине, стенасене, апат пӗҫермелли вырӑна, пӳлӗмсене йӗркене кӗртмелле, коммуникацисемпе урайне улӑштармалла. Ку садике ҫӗнӗ пурнӑҫ пама 29 миллион тенке яхӑн тӑккалӗҫ. 50-мӗш ача сачӗн «А» корпусӗнче те ӗҫ вӗрет. Юсав пыракан сатиксене ачасем чӳк уйӑхӗн варринчен ҫӳреме тытӑнӗҫ, тесе шантараҫҫӗ администрацире. Ҫитес ҫул вара тепӗр 10 кивӗ учреждение йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.
Леонид Петров, Евгения Зиновьева, Игорь Ульянов