Шупашкарти 65-мӗш шкулта финанс пӗлӗвӗн урокӗ иртрӗ

Унта Раҫҫей финанс министрӗн ҫумӗ Михаил Котюков тата ытти пысӑк хӑнасем хутшӑнчӗҫ. 

"Кредит миҫе тенкӗ тӑрать?". Ҫак темӑпа иртрӗ уҫӑ урок. Ӑна ертсе пыракан педагогсем ачасене тӗрлӗ ыйту пачӗҫ, информаципе паллаштарчӗҫ. Аслӑ классем кредит мӗнне пурте тенӗ пекех ӑнланаҫҫӗ. Ҫавна май ачасем задачӑсем шутларӗҫ - банкран кивҫен укҫа илсен мӗн чухлӗ тавӑрмалла? Ку ыйту тавра питӗ тӗплӗ шутламалла. Финанс учрежденийӗсем умӗнче парӑмра пулни йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултарать, терӗҫ ачасем. Урок 20 минут пычӗ. Вӗренекенсем Раҫҫей финанс министрӗн ҫумне ыйтусем те пачӗҫ. Михаил Михайлович кашнине туллин хуравларӗ тата финанс пӗлӗвӗпе хӑй хатӗрленӗ урок-презентаци парнелерӗ. Ҫӗнӗ материалпа республикӑри ытти шкулти ачасем те паллашӗҫ. 

Диана Иванова, Димитрий Макаров