Шупашкарти 49-мӗш ача сатӗнче ӗҫлекенсем шӑпӑрлансемпе чӑн чӑвашла уявсем йӗркелеҫҫӗ

Ентешсем пурӑнакан тӗрлӗ регионта чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхӗ пырать. Унӑн тӗллевӗ - пирӗн халӑхӑн йӑли-йӗркипе пуян чӗлхине упраса хӑварасси.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫ - аслисен тивӗҫӗ. Пуласлӑх вара - ҫамрӑксенче. 

Хулара ӳсекен ачасем ҫакӑн пек тӑван чӗлхепе юрланине курсан мӗнле чӑвашӑн чунӗ хӗпӗртемӗ. 49-мӗш ача сатӗнче ӗҫлекенсем ҫакӑн пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Пархатарлӑ ӗҫре уйрӑмах Альбина Алексеева воспитателӗн тивӗҫне палӑртмалла. 90-мӗш ҫулсенчех "Нарспи" ушкӑн йӗркелесе янӑскер ачасене кашни кунах чӑвашла калаҫтарать. Ушкӑнри ачасене тӑван халӑх культурипе паллаштарас тӗллевпе яланах музейсемпе театрсене, вулавӑшсене ертсе ҫӳреҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшпе пӗрле пухӑнса сатикрех чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлеҫҫӗ, вӑййисене выляҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров