Шупашкарти 4-мӗш лицея Роман Шалаев Раҫҫей Геройӗн ятне пама йышӑннӑ

30-ти офицер-десантник иртнӗ ҫулла ятарлӑ ҫар операцинче яланлӑхах куҫне хупнӑ. Пӗлӳ ҫуртне паттӑр-вӗренекенӗ ятне парас пуҫарӑва халӑхпа сӳтсе яврӗҫ, пухӑннисем пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак сӗнӗве ырларӗҫ.

Ку - Роман Шалаевран журналистсем илнӗ юлашки интервью. "Лесник" хушма ятпа ҫӳренӗскер Луганск тӑрӑхӗнчи Кременной вӑрманӗ ҫывӑхӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки каласа парать. Тӑшман 200 метртан инҫе мар, ҫавах та пирӗн салтаксем малалла талпӑнаҫҫӗ, ӑнлантарать офицер. Роман Шалаев ҫӗршыва хӳтелес ӗҫе суйласа илнӗ. Мӗн ачаран ашшӗ пек ҫар ҫынни пулма ӑнтӑлнӑ. Ҫемье пуҫлӑхӗн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пулах кил-йыш Шупашкара куҫса килнӗ, 12 ҫул кунта пурӑннӑ. Ҫак вӑхӑт Шалаевсемшӗн - чи телейли, тесе аса илеҫҫӗ пӗлӗшӗсем. Роман 51-мӗш шкулта (хальхи 4-мӗш лицейра) вӗреннӗ. Пулас офицер кунта 9 класс пӗтернӗ. Учительсемпе пӗрле вӗреннисем вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ, яланах пулӑшма хатӗр, спортра тата ытти ӗҫре хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Шӑпах кунта ҫамрӑкӑн кӑмӑл-туйӑмӗ ҫирӗпленнӗ, шухӑш-тӗллевӗсем тӗвӗленнӗ. Кайран Омскри кадет корпусне вӗренсе пӗтересен те вӑл Шупашкара килсе ҫӳренӗ, юлташӗсемпе ҫыхӑнӑва татман. Роман Шалаев сывлӑшпа десант ҫар полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. Гварди майорӗ хӗру ҫапӑҫусене тӑтӑшах хутшӑннӑ. Сирире пулнӑ, ятарлӑ ҫар операцин малтанхи кунӗсенчех ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче паттӑр салтак юлташӗсене ҫӑлма тӑрӑшса тан мар ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. 

Юлашки ҫапӑҫура Роман Шалаев ертсе пынӑ штурм ушкӑнӗн тӑшмана ҫавӑрса илмелле пулнӑ. Анчах ҫул ҫинче Украина диверсанчӗсене асӑрханӑ. Лешсем миномётсемпе пеме пуҫланӑ, сахал йышлӑ пирӗн ушкӑна хаяр тапӑннӑ. Гварди майорне йывӑр амантнӑ, суранӗсене пӑхмасӑр, 30 ҫулти офицер юлташӗсем тан мар ҫапӑҫуран тухма пултарччӗр тесе пӗтӗм ҫулӑма хӑй ҫине илнӗ. Ҫӗршыв Президенчӗн Указӗпе иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Роман Шалаева "Раҫҫей Геройӗ" ят панӑ. Шупашкарти 4-мӗш лицей паттӑр ячӗпе хисепленсе тӑрассине Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче пӗлтернӗ. Кунта вӗрентекенсем, ӑс пухакансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак пуҫарушӑн сасӑларӗҫ. Роман Шалаев - ятарлӑ ҫар операцинче пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн "Раҫҫей Геройӗ" пулса тӑнӑ республикӑри 4-мӗш паттӑр. 

Ирина Николаева, Наталия Егорова, Святослав Петров