Шупашкарти 106-мӗш ача сатӗнче ӗҫлекен "Раҫҫейри ҫулталӑк воспитателӗ" конкурс лауреачӗ пулнӑ

Финал Пермь хулинче иртнӗ. Пӗтӗмпе професси ӑсталӑхӗнче 74 педагог тупӑшнӑ.

Марина Васильева ку сатикре 6-мӗш ҫул ӗҫлет. Ҫак профессие вӑл ӑнсӑртран мар суйласа илнӗ - амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Вӑл вара нумай ҫул шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче тӑрӑшнӑ. Марина Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иккӗмӗш курсра вӗреннӗ вӑхӑтрах ку сатике практикӑна ҫӳреме пуҫланӑ. Диплом алла илсен ҫамрӑк специалист ҫак вӗренӳ учрежденинех ӗҫлеме килнӗ. Воспитатель профессийӗ ҫав тери кӑсӑклӑ та хӑйнеевӗрлӗ, тет вӑл. Марина ӗҫре ачасене пур енлӗн аталантарма ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать, тӑтӑшах тӗрлӗ вӑйӑ шутласа кӑларать. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов