Шупашкарта тӗплӗ юсав хыҫҫӑн тата тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ хӑйӗн алӑкне уҫрӗ

60-мӗш шкула подряд организацийӗ палӑртнӑ вӑхӑтран иртерех йӗркене кӗртсе ҫитерме пултарнӑ. Шкул уҫӑлни ҫывӑхра пурӑнакан ҫемьесемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. 

1991-мӗш ҫулта хута янӑ шкула тӗпӗ-йӗрӗпе ҫӗнетнӗ. Тулаш енне, тӑррине, чӳречесене улӑштарнӑ, кашни пӳлӗмри стенапа маччана, урайне сӑрланӑ. Уява килнӗ хӑнасем пӗлӳ ҫуртне пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Строительсем лайӑх ӗҫленине палӑртрӗҫ. Спорт залӗнче та юсав пулнӑ. Ӑна физкультура урокӗсем, ӑмӑртусем ирттерме хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. 

Шкулти тепӗр залта самбо кружокӗ ӗҫлет. Унта 200 яхӑн ача ӑсталӑхне туптать. Пур ҫӗрте те тирпей-илем. Душ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртнӗ. Хӑнасем робототехника кружокӗн классне кӗрсе пӑхрӗҫ. Шкулта малашне ҫамрӑк программистсене хатӗрлес тӗллевлӗ. Надежда Кузнецова вара ачасене чӑваш эрешӗсемпе паллаштарать, тӗрлеме вӗрентет.

Шкулти тӗрӗҫсем конкурссемпе куравсене хутшӑнса шкул чысне час-часах хӳтӗлеҫҫӗ. Юсав ирттернӗ пӳлӗме вӗсем чӑваш эрешӗсемпе илемлетес тӗллевлӗ. 

Уявсемпе пухусем ирттермелли акт залне, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме, библиотекӑна, медицина кабинетне те ҫӗнетнӗ. Шкула федераци тата республика хыснисенчен уйӑрнӑ укҫапа юсанӑ.

Юсав пынӑ чухне ачасем 4-мӗш лицейра пӗлӳ илнӗ. Апла пулин те тӑван шкулпа ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Ҫурт тулашне, стенасене вӗренекенсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе килӗштернӗ хыҫҫӑн тин сӑрланӑ. Строительство ӗҫӗсем хыҫҫӑн шкула ҫуса тасатма, сӗтел-пукана вырнаҫтарма та пулӑшнӑ. Сӑмах май, кашни класа ҫӗнӗ парттӑсемпе тивӗҫтернӗ. 60-мӗш шкул вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа юсав хыҫҫӑн ӗҫлеме тытӑннӑ виҫҫӗмӗш пӗлӳ ҫурчӗ. 

Алена Артемкина. Александр Никифоров