Шупашкарта "Сывлӑхшӑн усӑллӑ апат - шкул ачисен куҫӗпе" проект ӗҫлеме пуҫларӗ

Халӗ вӗренекенсем тутлӑхлӑ рацион тума хӑйсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем мӗн ҫиме юратнине эпир 59-мӗш шкулта тӗпчесе пӗлтӗмӗр.

Проектӑн тӗллевӗ-ачасене, ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсемпе апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекенсене шкул столовӑйӗн ӗҫне лайӑхлатасси ҫинчен пӗрле шухӑшлаттарасси. 59-мӗш шкул 5 ҫул каялла гранта тивӗҫсе кафе уҫнӑ, кунта ирсерен пӗр-пӗр паллӑ ҫынпа апатланасси йӑлана кӗнӗ. Унтанпа чылай ҫӑлтӑр астивнӗ вӗсен сӑйне. "Ҫӗнтерӳҫӗн ирхи апачӗ" ӑсталӑх сехетне те ҫӗнӗ ӑру ҫын хӑйне мӗнле туясси, кулленхи ӗҫре ҫитӗнӳсем тӑвасси тӗрӗс апатланнинчен килнине пӗлсе ӳстӗр тесе йӗркеленӗ.

 


 Марина Карягина, Дарья Паскарюк, Семён Антонов