Таса пурӑнӑҫлӑ Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалласа 2014-мӗш ҫулта Раҫҫей тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пилленипе Шупашкарта преподобнӑй ячӗпе аслӑ чиркӳ тума пуҫланӑ. Ҫак пуҫару ахальтен мар: Вырӑс православи чиркӗвӗн чи паллӑ иерархӗсенчен пӗри - Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава Сергий Радонежский кӗл туса пурӑннӑ вырӑнта, Свято-Троицки лаврӑра, 20 ҫул ытла ӑс-хакӑлӗпе ҫирӗпленнӗ. Варнава владыка Шупашкар епархине 44 ҫул ертсе пынӑ. 2020-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑваш ҫӗрӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл Сергиев Посад хулинчи лаврӑн мӑнаҫлӑхӗпе илемне халӑха кӑтартма, чаплӑ мӑнастир евӗр чиркӳ туса лартма ӗмӗтленнӗ. Республикӑри священниксенчен ытларахӑшӗ те Свято-Троицки лавра ҫумӗнчи тӗн академийӗнче пӗлӳ илнӗ.
Турӑ пулӑшнипе, ҫавӑн пекех чиркӳ ӗҫченӗсем, ӗненекенсем укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе Сергий Радонежский чиркӗвӗн сӑн-сӑпачӗ улшӑнасах пырать. Унӑн тӑррисене хӑпартнӑ ӗнтӗ, ҫапах та шалти ӗҫсене тума тата нумай вӑй хумалла. Уяв литургине хутшӑнакансем ҫак аслӑ чиркӳ ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫлеме пуҫлатӑрччӗ тесе кӗл турӗҫ.
Пухӑннисем кӗлӗ хыҫҫӑн Варнава владыкӑн вилтӑпри патӗнче пулчӗҫ. Хисеплӗ архиерей хайне Сергий Радонежский чиркӗвӗн алтарӗ ҫумӗнче пытарма пиллесе хӑварнӑ. Ҫавна май чӑваш халӑхӗ вӑл пуҫарнӑ пархатарлӑ ӗҫ тивӗҫлипе пурнӑҫа кӗрессе шанать.
Владимир Тимофеев, Роза Деменцова, Зинаида Паршагина