Шупашкарта педагогсен ӑсталӑх конкурсӗсене пӗтӗмлетрӗҫ

Ҫӗнтерӳҫӗсене хула администрацийӗнче чысларӗҫ. Ҫулсерен педагогсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнас кӑмӑллисен йышӗ ӳссех пырать. Хальхинче хӑйсен пултарулӑхӗпе, ӗҫ опычӗпе 200-ӗн паллаштарнӑ.

Уйрӑмах ача сачӗсенчен заявка нумай килнине палӑртаҫҫӗ вӗренӳ управленийӗнче. Конкурс темиҫе тапхӑрпа пулнӑ. Учительсемпе воспитательсем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ, ачасемпе ӗҫлемелли харпӑр хӑй практикипе паллаштарнӑ, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. "Ҫулталӑк учителӗ-2021" ята 59-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Марина Макшанована пачӗҫ. 

 


Алиса Александрова, Михаил Солин