Шупашкарта Креативлӑ индустри шкулӗ ӗҫлеме пуҫларӗ

Ӑна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче йӗркеленӗ. Вӗренӳ проектне "Культура аталанӑвӗ" патшалӑх программипе тата  "Раҫҫейре шутласа кӑларнӑ" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. 

Пӗрисем виртуаллӑ тур, мультипликаци фильмӗсем хатӗрлеҫҫӗ, теприсем электронлӑ музыка ҫырма вӗренеҫҫӗ. Креативлӑ индустри шкулӗнче 6 студи йӗркеленӗ. Кашнине вӗр ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. - Чӑваш наци культурине упраса хӑварасси, ӑна аталантарасси, цифра уҫлӑхне куҫарасси - пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри, -  тет Культура институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова. Сӑмахран, интерактивлӑ цифра технологийӗсен студийӗнче ачасем культура учрежденийӗсем валли виртуаллӑ экскурсисем тума вӗренеҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паянхи кун ҫакнашкал шкул хута яни паха та пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. 
Республикӑри театрсен ертӳҫисем те креативлӑ индустри шкулӗ уҫӑлнипе кӑмӑллӑ. Кунта пулас специалистсене хатӗрлес тӗллевлӗ. Тӗслӗхрен, пире 3-Дӑ декорацисем ӑсталакан уйрӑмах кирлӗ, - тет Пукане театрӗн директорӗ Елизавета Абрамова. Шкулта 12-17 ҫулти 120 ача тӳлевсӗр пӗлӳ илет. 12 вӗренӳ ушкӑнӗ йӗркеленӗ.   
Шкула хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтерме федераци бюджетӗнчен 78 миллион тенкӗ, тепӗр 10 миллион тенке республика хыснинчен пӳлӗмсене йӗркене кӗртме уйӑрнӑ.  Ҫулсерен шкула 60 ачана йышӑнма палӑртнӑ. 


Екатерина Фомина, Виктор Степанов