Ку фестивале республикӑра пӗлтӗр ҫеҫ пуҫарса янӑ пулин те, проект хатӗрлесе пурнӑҫа кӗртес текенсен йышӗ пысӑклансах пырать. Ҫак кӗске хушӑра конкурса тӑратнӑ заявкӑсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ. Малтан 66 ӗҫ пулнӑ пулсан, халӗ вӗсен шучӗ 320 ытла. Проектсен темисем те тӗрлӗрен. Спорт фестивалӗсемпе театр конкурсӗсенчен пуҫласа патриотла программӑсемпе экологи пуҫарӑвӗсем таранах. Патӑрьел ҫӗр ӗҫӗпе палӑрса тӑнине кура, кунти 2-мӗш шкул хастарӗсем ял хуҫалӑх темине тӗпе хунӑ.
Ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме вӗрентсе, пулӑшса пыракансем кирлӗ. Ҫакӑн валли республикӑра ашшӗ-амӑшӗн комитетне йӗркеленӗ. Вӗсем заявкӑсене тӗрӗс ҫырма, грант выляса илме пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ен ашшӗ-амӑш пӗрлешӗвӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш регионсенчен пӗри. Паянхи куна пур шкулта та советниксем пур. Иртнӗ ҫултанпа вара "Ачалӑх навигаторӗ" проекта техникумсемпе колледжсенче те вӑя кӗртеҫҫӗ.
Пухӑннисене саламланӑ май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ашшӗ-амӑшӗпе педагогсем тачӑ ҫыхӑнура пулсан, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтарсан ҫеҫ ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерме пулнине палӑртрӗ. Проектсене хатӗрлеме вӗренекенсем хӑйсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Хальччен республикӑри шкулсенче ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе 25 миллион ытла тенкӗлӗх 30 проект пурнӑҫа кӗртнӗ.
Оксана Верликова, Антонина Капитонова, Виктор Степанов