Тӗп хулари 50-мӗш шкул 2 сменӑпа ӗҫлет. Кулленех кунта 1330 ытла ача ҫӳрет, вӗсене пӗлӳ парассипе 67 учитель тӑрӑшать. "Ӑшӑ тытӑмне тимлесех тӑмалла, пӑрӑхсем кивелнипе вак-тӗвек ӗҫсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ, чӳречесене питӗрсе ҫыпӑҫтармасӑр хӗл каҫаймӑн, йывӑҫ урайсене ҫӗнетмелле, электричество, шыв тытӑмне улӑштармалла", - каласа параҫҫӗ шкулти ертӳҫӗсем. Пӗр сӑмахпа путвалтан пуҫласа ҫурт тӑрри таранччен пӗтӗмпех юсамалла. Мӗн-пур ӗҫе 2 тапхӑрпа тӑвӗҫ.
Шупашкарти 10 шкула тӗпрен юсама ҫӗршыв хыснинчен 1 миллиард та 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проектпа смета докуменчӗсем хатӗр, конкурс ирттерсе подрядчиксене палӑртасси юлать. Ҫак кунсенче шкулти ертӳҫӗсем ашшӗ-амӑшӗпе видеоҫыхӑнӑва тухса пулас юсава сӳтсе явӗҫ.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев