Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературӑпа олимпиада пулчӗ

Шкул ачисен регионсем хушшинчи тупӑшӑвне кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Йӗркелекенӗсем - Вӗренӳ министерствипе "Эткер" центр тата Чӑваш патшалӑх университечӗ. Пӗлӗвне тӗрӗслеме ачасем шӑпах ҫак аслӑ шкула пухӑнчӗҫ

Олимпиада ыйтӑвӗсем расна: вырӑс шкулӗсенче пӗлӳ илекенсем валли  ҫӑмӑлрах та ансатрах хӑнӑхтарусем хатӗрленӗ. Хуравӗсене шыраса тупма вара пурне те виҫӗ сехет уйӑрса панӑ. Олимпиадӑна йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнакансен йышӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал 130 ытла ача пӗлӗвне тӗрӗслеме кӑмӑл тунӑ. Республикӑри районсемпе хуласенчен кӑна мар,  Чӗмпӗр облаҫӗпе Тутар республикинче вӗренекенсем те ҫитнӗ Шупашкара.   

Екатерина Фомина, Альбина Фомина, Владимир Синдеев