Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакансене ялти пӗлӳ ҫуртӗнчи юсав вӑраха каясси шиклентерет

Шкула федераци программипе килӗшӳллӗн кӑҫал ҫулла тӗпрен ҫӗнетме пуҫланӑ. Проект хакӗ - 44 миллион тенкӗ ытла. Вӗренӳ учрежденине ҫитес ҫул пуш уйӑхӗнче хута ямалла. 

Атайкасси шкулӗнче ӗҫе кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пикеннӗ. Ҫак саманта ашшӗ-амӑшӗ те, вӗрентекенсемпе ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Чӑнах та, 1983-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ ҫурт самай юхӑннӑ пулнӑ, вӑл пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвне те тивӗҫтермен. Анчах та савӑнӑҫ вырӑнне атайкассисен халӗ иккӗленӳллӗ туйӑм - пӗлӳ ҫурчӗн юсавӗ вӑраха каясси шиклентерет вӗсене. Шкул директорӗн Светлана Бардасован сӑмахӗпе, строительсем кунта сайра-хутра кӑна пулаҫҫӗ, иртнӗ икӗ эрнере вара килсе те курӑнман. "Ҫивиттине пӗтӗмпех сирсе пӑрахнӑ, пӗр пайне кӑна витнӗ. Ҫавна май ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра шыв каять, стенасем те кӑвакарма пуҫланӑ", - тет Светлана Николаевна. Умра вара уяр кунсем ҫукпа пӗрех...

Елена Дмитриева, Святослав Петров