Шкулти апат ачасене килӗшет-и? 

Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокри вӗренӳ учрежденине ҫӳрекенсем те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те пӗр иккӗленмесӗр: "Килӗшет" - теҫҫӗ. Кунти столовӑй Раҫҫейри ялти шкулсен хушшинче чи лайӑххи пулса тӑнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри "Шкулти чи лайӑх столовӑй" конкурса хутшӑнакан учрежденисене апат тутине кура кӑна мар, ӑна мӗнле пӗҫернине шута илсе те хакланӑ. Опытный поселокри шкулта ӗҫлекенсем хамӑр халӑхӑн апат-ҫимӗҫӗпе те паллаштарас тенӗ. Сӑмах май, тупӑшӑва ялти 370 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне апат пӗҫернӗ самантсене ӳкерсе ролик хатӗрленӗ, ӑна интернета вырнаҫтарнӑ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, кашни шкулти столовӑйӑн ҫак шайпа танлашма тӑрӑшмалла. Правительство енчен ку тӗлӗшпе мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, терӗ. 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Михаил Солин