Шкулсемпе ытти пӗлӳ ҫурчӗсенче террорла ӗҫ-пуҫа сирме епле хатӗр пулнине тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Ҫак тӗллевпе республикӑра мӗн пур ҫӗршыври пекех ятарлӑ вӗренӳ иртрӗ - Шупашкарти 38-мӗш шкулта тата 203-мӗш ача садӗнче. Сценари тӑрӑх унта вӑрӑ-хурах тапӑннӑ, шкула чӗртсе яма хӑтланнӑ тата пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗн хӑрушлӑхӗ сиксе тухнӑ. 

Шкулпа ача садне вӗренӳ, чрезвычайлӑ лару-тӑру, шалти ӗҫсен министерствисенче тӑрӑшакансем тата Росгварди хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем мӗн пур тӗллеве вӑхӑтра тата тӗрӗс пурнӑҫланинчен ачасен пурнӑҫӗ килет. 

Вӗренӳ вӑхӑтӗнче виҫӗ сценарие шута илчӗҫ. Пӗрремӗшӗ, пӗлӳ ҫуртне террорист тапӑнни. Ӑна курсанах шкул хуралҫи ятарлӑ пускӑч ҫине пусать те сирена янраса каять. Преступник пирки тӳрех шкул директорне пӗлтермелле, лешӗ вара хӑрушлӑх ҫинчен 112 номерпе шӑнкӑравласа калать. Ҫав вӑхӑтра вӑрӑ-хурах пӳлӗмсене кӗме хӑтланать, шкула чӗртсе яма шутлать. Васкавлӑ ҫитнӗ Росгварди нарячӗ преступнике тытса чарать, пушарнӑйсем вут-ҫулӑма сӳнтереҫҫӗ. Шкулта ӗҫлекенсене тата ачасене ҫуртран эвакуацилеҫҫӗ. Ҫакӑн валли ятарлӑ маршрутсем йӗркеленӗ. 

Сиксе тухма пултаракан тепӗр хӑрушлӑх вара - пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗ тапӑнни. Кун пек чухне те васкавлӑн эвакуациленни пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах, шкулта хатӗрленӗ ятарлӑ маршрутпа ачасене ҫуртран илсе тухса путвалсене вырнаҫтарчӗҫ. Ҫакна хӑвӑрт та кӗске вӑхӑтра пурнӑҫларӗҫ. Вӗренӳ хыҫҫӑн яваплӑ ведомствӑсенчи специалистсем пуҫтарӑнса пӗтӗмлетӳ турӗҫ. 

Йывӑр лару-тӑрура ҫухалса каймании, харпӑр хӑйне тӗрӗс тытма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек вӗренӳсене тӑтӑшах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Оксана Верликова, Игорь Ульянов, Бахтияр Велиев