Шкула кайичченех тӗрлӗ наукӑпа паллашса ҫывӑхланӗҫ

Шупашкарти "Университет" микрорайонта пулас тӗпчевҫӗсене хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен ача сачӗ уҫӑлчӗ. Вӑл 250 пӗчӗк академика йышӑнӗ. 

Капмар та хитре ҫурт ҫӗкленнине кунта пурӑнакансем хӗпӗртесе сӑнанӑ. Шкул умӗнхи учреждени уҫӑлни - "Университет" микрорайонти ҫӗр-ҫӗр ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Малтанхи икӗ сатик ачасемпе тулнӑ, ашшӗ-амӑшӗ хумханса ҫӗннине кӗтнӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ тӑвассине хӑй ҫине илнӗ подрядчик улшӑнсан та, ача сатне вӑхӑтра хута ярайман пулин те строительсем тӑрӑшнипе, хула ертӳҫисем, кунта пурӑнакансем тимлесе тӑнипе палӑртнине туса ҫитернӗ. 

3 хутлӑ ҫуртра 14 ушкӑн вырнаҫмалӑх пӳлӗмсем йӗркеленӗ. Пысӑк та ҫутӑ музыка, спорт залӗсем, бассейн, хальхи йышши мастерскойсемпе лабораторисем пур. Сатике панӑ "Пӗчӗк академиксем" ят та ахальтен ҫуралман. Кунта ачасен пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗн аталантарасшӑн. 

Алиса Александрова, Людмила Майкова, Димитрий Макаров