Чашкӑрать, пӑсланать, тӗпел техӗмлӗ шӑршӑпа тулать. Шкул ачисене усӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах тутлӑ апатпа сӑйлассишӗн яваплисен тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртрӗ. Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май столовӑйсенчи ӗҫе те ҫулран-ҫул ҫӗнӗлле йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа специалистсем апат тутине, ӑна хатӗрленӗ вӑхӑта, савӑтри ҫимӗҫсен килӗшӳлӗхне, ӑна ҫын умне илемлӗн лартнине шута илнисӗр пуҫне хальччен ӗҫлесе курман техникӑпа мӗнле усӑ курнине те сӑнарӗҫ. Конкурс финалне 8 повар тухнӑ. Тӑваттӑшӗ ялти шкулсенчен, тӑваттӑшӗ - хуларан.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев