Тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем информатика урокӗнче ҫӗнӗ класа пахалаҫҫӗ. Ӑна республикӑри ай-ти кластер тата Шупашкарти электромеханика колледжӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтернӗ. Вӑтам тата аслӑ классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ кунта. Программӑсем, сайтсем, компьютер вӑййисем, телефон валли тӗрлӗ хушӑм хатӗрлеме хӑнӑхӗҫ вӗсем. Малтанхи тапхӑрта ачасем патне учительсем тӗп хуларан килсе ҫӳрӗҫ. Каярах вырӑнти педагогсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарӗҫ. IT-класа пӗтернӗ ҫамрӑксене алла свидетельство параҫҫӗ. Чи пултаруллисене Чӑваш Енри компанисенче кӗтеҫҫӗ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов