Шкул саккинченех алла пӗрремӗш професси илеҫҫӗ

Чӑваш Енре "УПК-2" проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Вӗренӳпе производство класӗсене шкулсенче, колледжсенче, техникумсенче, аслӑ шкулсемпе предприятисенче уҫнӑ. Кирлӗ специальноҫпа пӗлӳ илсен ачасем ӗҫ тупма та пултараҫҫӗ. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫулталӑк ҫапла ӗҫлет. Унта машин пӑхса тӑракан, юсакан слесарь профессине алла илме пулать. 

Кӳкеҫри 1-мӗш шкулти 8-мӗш классра вӗренекен Семен Романовшӑн ҫак ӗҫ ют мар, ашшӗ "тимӗр утне" юсанӑ чухне айккинчен пӑхса тӑмасть вӑл. Анчах та чӑн-чӑн арҫын профессине тарӑннӑн вӗренес тенӗ. Малашне хӑйӗн мастерскойне уҫас шухӑшӗ те пур. 

Аграрипе технологи техникумӗнче "УПК-21" проекта пӗлтӗр пурнӑҫлама пикеннӗ. Машинсене пӑхса тӑмалли, юсамалли мастерскоя "Вӗренӳ" наци проекчӗн гранчӗпе йӗркеленӗ. Вӗренме кирли пӗтӗмпе пур. Кунта, сӑмахран, двигателе салатса пуҫтараҫҫӗ, тепӗр тӗлте кӑлтӑк ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Шкул ачисем пулас профессине хӑйсем суйлаҫҫӗ. Ку вӗренӳ учрежденийӗнче 1-мӗш шкул тата Кӳкеҫри лицей ачисем пӗлӳ илеҫҫӗ. Кӑҫал техникумпа "Дорисс-Скан" предприяти килӗшӳ тунӑ. 

Проект пирӗн республикӑра аталансах пырать. Унпа килӗшӳллӗн паянхи кун 144 класс ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Вӑл шутра 62 агротехнологи, 31 инженери, 24 психологипе педагогика, 16 медицина тата 11 айти-класс. Регионти Вӗренӳ министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем аван. Проект малашне пысӑк квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеме май памалла.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов