Шкул пӗтерекенсене мӗнле тӗрӗслевсем кӗтнине пӗлме

Ашшӗ-амӑшӗ пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ тытмалли Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Шупашкарти 30-мӗш шкул та хутшӑнчӗ. Ҫитӗннисем вырӑс чӗлхипе пӗлӗвне тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. 

Тӗрӗслев лапамӗ - пӗрлехи патшалӑх экзаменне ҫулленех ирттерекен шкул. Аслисем шкул ачисем валли йышӑннӑ йӗркене малтан пуҫласа вӗҫне ҫити пурнӑҫларӗҫ. Пункта вӑхӑтран юлмасӑр паспортпа ҫитрӗҫ, тӗрӗслев витӗр тухса классенче вырнаҫрӗҫ. Экзамен умӗн вӗсене йӗркепе тепӗр хутчен паллаштарса хӑнӑхтарусене валеҫрӗҫ. Пӗтӗмпех чӑн пурнӑҫри пек. Ашшӗ-амӑшӗшӗн ывӑл-хӗрӗшӗн экзамен ӑнланмалла пулни, хӑтлӑ лару-тӑрура иртни пӗлтерӗшлӗ. Пурпӗр хумхану та пур. "Анчах та хамӑра хамӑр алла илсен пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать", - теҫҫӗ. 

Уҫӑ алӑк кунӗ Чӑваш Енри 13 муниципалитетра иртнӗ. Хӑйсен пӗлӗвне 300 ытла ҫын хак пама пултарнӑ. Акци валли ҫӑмӑлрах хӑнӑхтарусем хатӗрленӗ. Вӗсене пурнӑҫлама сехете яхӑн вӑхӑт та ҫителӗклӗ пулнӑ. 

Аслисен тӗллевӗ - ачисене шанӑҫ кӳресси, пӗлӳ шайӗпе ҫыхӑннӑ иккӗленӗве, хумханӑва сирме пулӑшасси. Хӑйсем пӗрлехи патшалӑх экзамен йӗрки витӗр тухса курсан шкул пӗтерекенсене тӗрӗс ҫул кӑтартма та ҫӑмӑлрах. 

Алиса Александрова, Надежда Андреева, Денис Афанасьев