Паянхи куна республикӑри шкулсенче 10 пин ытла педагог тӑрӑшать. Ҫав шутран 18 проценчӗ - 35 ҫул тултарман специалистсем. Ку вӗренӳ ҫулӗнче пӗлӳ ҫурчӗсене 300 ҫамрӑк ӗҫе вырнаҫнӑ. 4-шӗ - "Земство учителӗ" федераци программипе. Вӗсенчен пӗри шӑпах Валентин Афанасьев. Регион тулашӗнче вӑл 7 ҫул тӑрӑшнӑ. Тӑван ене хытӑ туртнипе документсене республикӑн Вӗренӳ министерствине ҫитернӗ. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен педагог Ҫӗмӗрлери пӗрремӗш шкула куҫнӑ. Унта шӑпах физика учителӗ кирлӗ пулнӑ.
Леонид Петров, Виктор Степанов