Сатикренех тӳпе пирки ӗмӗтленеҫҫӗ

Парашют уҫӑлмасан мӗн тумалла? Самолетран сикме хӑрушӑ-и? Шупашкарти 200-мӗш ача сатне ҫӳрекенсем ҫак ыйтусене Чӑваш Енри парашют спорчӗн федерацийӗн председательне Владимир Николаева пачӗҫ. Ку вӑл ӑнсӑртран тӗлпулу мар. Ачасем садикри "вӗҫев ушкӑнне" ҫӳреҫҫӗ, унта вӗсене авиаци вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштараҫҫӗ. 

Ушкӑнра хаваслӑ хӗвӗшӳ. Чӑн-чӑн парашютистпа тӗл пулнӑ кун савӑнмасӑр майӗ те ҫук. Анчах кун пек уява тӗплӗ хатӗрленмелле: кӑсӑклӑ ыйтусем тавра шутламалла, сывлӑшра ҫын ирӗклӗ вӗҫтӗр, ҫӗр ҫине чӑрмавсӑр антӑр тесен мӗнле хатӗрсем кирлине тӗпчемелле. Чылайӑшне ачасем пӗчӗкрен пӗлеҫҫӗ. Анчах ҫамрӑк ӑса канӑҫ паманни тата та нумай.

2 ҫул каялла садикра ҫитӗнекен ӑрӑва ҫӳл тӳпене парӑнтаракансен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарас тӗллевпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак шухӑша вӗсене пилотсен "Стрижи" ушкӑнӗ сӗннӗ. Шкул умӗнхи учреждение шӑпах вӗсен ятне панӑ. Халӗ садикра 3 вӗҫев ушкӑнӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем парашют спорчӗ ҫинчен май пур таран ытларах пӗлесшӗн. Владимир Николаев пин хут ытла парашютпа сикнӗ. Купол йывӑр-и? Ҫӳллӗшӗнчен сикме мӗнле хатӗрленмелле? Парашют уҫӑлмасан мӗн тумалла? Пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех ыйту пачӗҫ хӑнана.

Кӑсӑклӑ калаҫу пӗрре, парашют тӑхӑнса пӑхни вара ӗмӗрлӗх асра юлакан пулӑм. Владимир Николаев ҫакнашкал тӗлпулусем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Ачасен тавракурӑмне анлӑлатма та, ӳссен кам пуласси пирки шутлама та. 200-мӗш ача сатне "Стрижи" пилочӗсем 10 ҫул каялла уҫнӑ. Раҫҫейре ҫак сумлӑ ята йышӑннӑ тепӗр садик пур. Ку вӑл Барнаулти учреждени. Вӗсем те тӳпери вӗҫевҫӗсемпе туслӑ ҫыхӑнура.

Алиса Александрова, Надежда Давыдова, Святослав Петров