Сатикпе сывпуллашса шкул саккипе паллашакансем кӑҫал каллех нихҫанхинчен ытла 

Чӑваш Ен ҫулран ҫул ҫӗнӗ рекорд ҫапать тесен те юрать. Шупашкарти 47-мӗш шкулта, сӑмахран, партта хушшине пуҫласа ларакансем валли 4 класс хатӗрленӗ. 

Ырӑ йӑлапа, аслӑ класра вӗренекенсем пӗрремӗш класа каякансене ӑнӑҫу сунчӗҫ. Пӗлӳ сукмакӗпе тивӗҫлӗ утма телей сунса шкула алран ҫавӑтса кӗчӗҫ. Ҫак кун ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗшӗн те хумхануллӑ самант.

Пӗлӳ кунӗ шкулсенче ачасене вальс ташлаттарасси те ырӑ тӗслӗх. Ҫӗнӗлӗхсем пирки илес пулсан, республикӑри шкулсенче халӗ кашни эрне патшалӑх гимне юрланинчен пуҫланӗ. Ҫавӑн пекех халӗ пӗлӳ ҫурчӗсенче воспитани енӗпе ӗҫлекенсен канашлуҫисем пур. Федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре вӗсем 400-ӗн. Чӗлхесеме ҫыхӑннӑ ыйтусем те ырӑ шанӑҫ параҫҫӗ. 

Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш шкул вара пӗлӳ кунӗ 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Сӑмах май, Андриян Григорьевич тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗренпе та 6 теҫетке ҫул ҫитрӗ. Мухтавлӑ ентеш ятне упракан шкулта вӗренекен пин те 100 ачашӑн ҫакӑ ырӑ ӗмӗтсем ҫуратакан сӑваплӑ самант пулчӗ. 

Алексей Енейкин, Евгения Зиновьева, Святослав Петров