Садовый микрорайонти шкула ачасем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче каймалла

Ку шкул хӑҫан уҫӑласси нумай ҫынна пӑшӑрхантарать. Объектри ӗҫсене тӗрӗслес тӗллевпе ҫак кунсенче унта тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тата Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пулчӗҫ. 

Строительство 2020-мӗш ҫултах пуҫланнӑ. Анчах та ниепле те вӗҫлеймеҫҫӗ. Пӗрремӗш подрядчикпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. Кӗҫех строительство материалӗсем хакланса кайнӑ, объект хакӗ те пӗтӗмӗшле ӳснӗ. Халӗ пулас шкулшӑн Мари Республикинчи пӗрлешӳ яваплӑ. 

Ӗҫсем халӗ кунта графикпе килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ. Рабочисен йышне те ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Ҫурт тулашне хӑтлӑлатнӑ ҫӗре тата 20-30 ҫынна илме планлаҫҫӗ. Строительсем кашни кун ӗҫлеҫҫӗ. Вырсарни кун кӑна канаҫҫӗ.

Дмитрий Захаров министр объекта вӑхӑтра вӗҫлес тӗллевпе вырсарни кун та ӗҫе тухма сӗнчӗ. Хальлӗхе объект 70 процента яхӑн хатӗр. Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш корпуссенче ӗҫсем вӗҫленнӗпе пӗрех: вак -тӗвеккисем кӑна юлнӑ: плитка хумалла тата сӑрламалла. Ку ҫуртсене пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче комисси йышӑнмалла. Иккӗмӗшпе тӑваттӑмӑш корпуссене ака уйӑхӗнче туса пӗтересшӗн. Подряд компанийӗн директорӗ Аркадий Максимов проект документацийӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр палӑртнӑ вӑхӑтра ӗлкӗрме планлать. Таврари лаптӑксене ҫу уйӑхӗ тӗлне тирпей-илем кӗртесшӗн. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫа ҫителӗклӗ уйӑрнӑ, пӗтӗм объекта ҫӗртме уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче вара ҫӗнӗ шкул ачасене йышӑнма тивӗҫ. 

Надежда Александрова, Игорь Ульянов