Республикӑри вӗрентекенсен ӑсталӑх конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Вӗсене Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче чысларӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, кӑҫалхи "Ҫулталӑк учителӗ" ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Василиса Егорова ҫӗнсе илчӗ.

Чи лайӑх воспитатель - Ҫӗмӗрлери 16-мӗш ача сатӗнчи Екатерина Чимрова логопед. 

Ҫак конкурса пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртас, вӗсене тата тӑрӑшуллӑрах пулма хавхалантарас тесе йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче кунта Ҫулталӑкри учителе, воспитателе, чи лайӑх класс ертӳҫине, социаллӑ вӗрентекене тата учитель-психолога палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех нумаях пулмасть ӗҫлеме пуҫланӑ педагогсем хушшинчи ӑмӑртӑва пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫулсерен район-хула шайӗнче иртекен ултӑ конкурса 800-е яхӑн ҫын хутшӑнать. Кӑҫал республика тапхӑрӗнчи тупӑшусенче 150 вӗрентекен ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева парнесем парса чысларӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов