Республикӑри шкулсенче "Юлашки шӑнкӑравсем" янрарӗҫ

Хаваслӑ линейка вӗренекенсене, ачасемпе ашшӗ-амӑшне пӗрле пуҫтарчӗ. Пӗтӗмпе кӑҫал 12 пин ытла ача - 9 класс, 5 пин ҫурӑ ытла 11 класс пӗтереҫҫӗ.

Тӗп хулари 61-мӗш шкулта кӑҫал 97 ача 11 класс пӗтерет. Ҫак паллӑ пулӑмпа яш-кӗрӗме саламлама Чӑваш Ен Пуҫлахӗ Олег Николаев, Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева, хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков тата ытти сумлӑ хӑнасем ҫитрӗҫ. Олег Николаев хӗрсемпе каччӑсене экзаменсене лайӑх тытма, хӑйсене килӗшекен професси суйласа илсе кӑмӑллакан аслӑ шкула вӗренме кӗме ӑнӑҫу сунчӗ. Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ вӗрентекенсене тав хучӗсемпе алла ҫыхмалли сехетсем парса чысларӗ. Юлашки шӑнкӑрав вӗренекенсемшӗн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине палӑртать. Умра - пысӑк тӗллевсем, ҫӗнӗ ӗмӗтсем. Апла пулин те тӑван шкулпа, тус-юлташсемпе, учительсемпе сыв пуллашма тунсӑхлӑ пулнине пӗлтерчӗҫ ачасем. Республикӑри ытти район-хулара та уявсем тивӗҫлӗ шайра иртнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов