Республикӑри шкулсенче юлашки шӑнкӑравсем янӑрарӗҫ

Кӑҫал Чӑваш Енре пурӗ 19 пине яхӑн ача 9 тата 11 класс пӗтереҫҫӗ. Вӗсен халӗ хӗрӳ тапхӑр - экзаменсем. Паян 9-мӗшсем биологи, информатика, обществознани тата хими предмечӗсемпе пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.

Ыран вара 11-мӗшсем вырӑс чӗлхипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ тытаҫҫӗ. Унччен маларах "Юлашки шӑнкӑрав" уявӗсем иртрӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Етӗрне тӑрӑхӗнчи вӗренекенсене саламларӗ.  

Етӗрнери 3-мӗш вӑтам шкула хулари тата ку тӑрӑхри пӗлӳ ҫурчӗсенчен вӗренсе тухакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӗ кӑҫал округра 92 ача 11 класс, 270-шӗ 9 класс пӗтереҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах хумхануллӑ уявпа вӗсене сумлӑ хӑнасем, шкул директорӗ, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем саламларӗҫ, пурнӑҫри ҫӗнӗ тапхӑрта ӑнӑҫу сунчӗҫ. Ҫамрӑксем вара пуҫтарӑннисене юрӑ-ташӑпа, сӑвӑсемпе тыткӑнларӗҫ. Анлӑ ҫул ҫине тӑма хатӗрленекен яш-кӗрӗм пулас профессине палӑртса хунӑ та. Халӗ вӗсен экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса шутланине пурнӑҫа кӗртесси ҫеҫ юлать. 

Ачасемпе юнашар яланах ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем хӑйсен тӗпренчӗкӗсене пулӑшса, хавхалантарса пыракансем. Пӗрремӗш класа ӑсатни, пирвайхи ҫитӗнӳсем - кашнин чӗринче упранаҫҫӗ. 
Шкул пӗтерекенсемпе пӗрле вӗрентекенсем те хумханаҫҫӗ. Хамӑр ачасенчен уйрӑлнӑ пекех уйрӑлатпӑр, теҫҫӗ. Вӗсем яш-кӗрӗме палӑртнӑ тӗллевӗсемпе ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме сунчӗҫ.  
Юлашки шӑнкӑрав - нумайлӑха асра юлакан самант. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ҫак уява ӑшшӑн аса илчӗ. 

Регион ертӳҫи ҫавӑн пекех шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Пӗлӳ ҫуртне 2021-мӗш ҫулта тултан та, шалтан та тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли хыснаран 66 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Олег Николаев сӑмахӗпе халӗ ачасен пахалӑхлӑ пӗлӳ илме тата тӗрлӗ енлӗ аталанма пӗтӗм май пур. 

Оксана Верликова, Леонид Петров, Виктор Степанов