Ирхи сакӑр сехет. Шӑнкӑрав ачасене парта хушшине йыхравлать. Паянхи урок ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. 11-мӗш "А" класра учитель вырӑнӗнче вӗренекенсем хуҫаланаҫҫӗ. Вӗсем информаци тӑхтавӗ ирттереҫҫӗ. Ку вӑл тӗнчере, ҫӗршывра пулса иртекен ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартакан, историри пулӑмсемпе паллаштаракан кӗске лекцисем. Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш, тӑххӑрмӗшпе вуннӑмӗш классенче те паянхи лару-тӑрӑва сӳтсе яваҫҫӗ, ку е вӑл ыйтӑва учительпе пӗрле тӗплӗнрех тишкереҫҫӗ. Ҫакнашкал информаци тӑхтавӗсем кашни тунти кун уроксем умӗн пулаҫҫӗ Вӗсене йӗркелес шухӑш ӑнсӑртран ҫуралман. Вӗренӳ министертвинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, паянхи кун ачасем интернетра темӗн те пӗр вулаҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те тӗрлӗрен. Кун пек чухне шухӑш тӗшшине тупма, хыпара хак пама, тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫамрӑксене ӑнлантармалла, вӗрентмелле, - теҫҫӗ яваплӑ ведомствӑра.
Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Димитрий Макаров