Республикӑри шкулсенче ҫӗнӗ должноҫ - воспитани енӗпе ӗҫлекен директор советникӗ

Чӑваш Ен кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри проектӑн пилотлӑ регионсен йышне лекнӗ. Директор канашлуҫисем мӗншӗн яваплӑ тата вӗсем ачасене мӗнпе пулӑшма пултараҫҫӗ? Кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ тӗл пулура ӑнлантарчӗҫ. 

Ҫӗнӗ ӗҫе кӳлӗннӗ специалистӑн педагог пӗлӗвӗ пулмалла, вӑл воспитанишӗн яваплӑ ятарлӑ ҫын. Унӑн чи малтанах вӗренекенсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле. Кашни ачан пултарулӑхӗпе туртӑмне туйса аталантарма тӑрӑшмалла. Культура ӗҫ-пуҫӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелемелле, унсӑр пуҫне вӗренекенсен ашшӗ-амӗшӗпе тачӑ ҫыхӑнура пуласси те канашлуҫӑсен тивӗҫӗ. Шкулсенче директор советникӗсем пуласси пирки Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви 2020-мӗш ҫултах пӗлтернӗ, иртнӗ ҫул ку должноҫе чӑн малтан 10 регионта пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал ҫӗршыв президенчӗн сӗнӗвӗпе тата тепӗр 45 тӑрӑхра ҫӗнӗлӗх вӑй илнӗ.

Ирина Николаева, Елена Михайлова, Святослав Петров