Ҫӗнӗ ӗҫе кӳлӗннӗ специалистӑн педагог пӗлӗвӗ пулмалла, вӑл воспитанишӗн яваплӑ ятарлӑ ҫын. Унӑн чи малтанах вӗренекенсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле. Кашни ачан пултарулӑхӗпе туртӑмне туйса аталантарма тӑрӑшмалла. Культура ӗҫ-пуҫӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелемелле, унсӑр пуҫне вӗренекенсен ашшӗ-амӗшӗпе тачӑ ҫыхӑнура пуласси те канашлуҫӑсен тивӗҫӗ. Шкулсенче директор советникӗсем пуласси пирки Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви 2020-мӗш ҫултах пӗлтернӗ, иртнӗ ҫул ку должноҫе чӑн малтан 10 регионта пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал ҫӗршыв президенчӗн сӗнӗвӗпе тата тепӗр 45 тӑрӑхра ҫӗнӗлӗх вӑй илнӗ.
Ирина Николаева, Елена Михайлова, Святослав Петров