Агропромышленость техникумӗн уйӗнче трактор шавӗ тӑрать. Кунта техник-механик тата тракторист-машинист профессине алла илекенсем практика тухаҫҫӗ. Вӗренӳ хуҫалӑхӗнче 47 гектар ҫӗр ҫинче урпа тата тулӑ акса ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫапла майпа техникумшӑн та усӑллӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ, хӑйсен пӗлӗвне те ӳстереҫҫӗ ҫамрӑксем. "Вӗренӳпе производство класӗсем" проекта Патӑрьелти техникум ака уйӑхӗнче кӑна хутшӑннӑ. Хальлӗхе документсем хатӗрлес тапхӑр пырать. Ятарлӑ проектпа техникумра 4 профессие вӗрентеҫҫӗ - ҫӗвӗҫе, кирпӗч хуракана, таракториста тата повара. Ҫавна май кунта юсав тума, ҫӗнӗ вӗренӳ хатӗрӗсем туянма палӑртаҫҫӗ.
Надежда Александрова, Михаил Солин