Ҫӗнӗ кӗнеке "Забвению не подлежит" ятлӑ. Автор ӑна тӗрлӗ вӑхӑтра Чӑваш Енри пушар тытӑмӗнче ӗҫленӗ ҫынсене халалланӑ. Пӗрчӗн-пӗрчӗн тенӗ пек документсемпе сӑнӳкерчӗксем пухса кашни ҫӑлавҫӑн кун-ҫулне, вӗсен паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсене ҫутатнӑ. Кӗнекене республикӑри пушар ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗ энциклопедийӗ тата биографиллӗ словарь темелле. Ун тӑрӑх Чӑваш Енре ҫулӑма пула тухнӑ чи пысӑк инкексен хроникине йӗрлеме пулать. Ҫавӑн пекех, кенекере ҫырса кӑтартнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен шӑпи те вулакана тыткӑнлатех. Ольга Васильевна чылай ветеранпа куҫа-куҫӑн курса калаҫма ӗлкӗрнӗ. Вӗсен асаилӗвӗсене ҫырса илнӗ. Кӗнекене вара 300 экземплярпа кӑларнӑ. Вӗсене автор ӗҫтешӗсене, пушарҫӑсен тӑванӗсемпе тӗрлӗ район вулавӑшӗсене парнелет.
Алексей Енейкин, Артур Галкин