Республикӑри пӗрремӗш аслӑ шкул

Иван Яковлев ячӗпе хисепленекен педагогика университечӗ ҫавра ҫулне паллӑ турӗ. Аслӑ шкул 90 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ уява студентсемпе унтан вӗренсе тухнисем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсемпе вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Чӑваш патшалӑх педагогика университетне 1930-мӗш ҫулта никӗсленӗ. Малтанах унта обществӑпа литература, физикӑпа технологи тата хатӗрленӳ уйрӑмӗсем пулнӑ. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче 110 ҫамрӑк ӑс пухнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран учрежденире тата пилӗк факультет уҫнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗн кун ҫулӗ пирки уява пуҫтарӑннисене интерактивлӑ курав аса илтерчӗ. Педагогика университетӗнче студентсене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑксемпе пысӑк опытлӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне тӑтӑшах тӗрлӗ семинарпа конференцире ӳстереҫҫӗ. Университетра хушма пӗлу паракан программӑсем те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Наталия Егорова, Вадим Владимиров