Республикӑри педагогсен ӑсталӑх конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ уявра чысларӗҫ. "Ҫулталӑк учителӗн" ятне вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтерчӗ. 

Ӑсталӑх конкурсне хутшӑнакан педагогсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал 1000 ытла вӗрентекен хӑйсен пултарулӑхӗпе муниципалитет шайӗнчи тапхӑрта паллаштарнӑ. Финала вара 200 ытла воспитательпе психолог, учитель-дефектолог, методист тухнӑ. Вӗсенчен кашни хӑйне май пултаруллӑ та хастар. Ҫамрӑк специалистсем вара "Педагогика дебючӗ" конкурсра тупӑшнӑ. Кунта Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи информатика тата физика учителӗ Юрий Ярадаев ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. Сусӑр ачасемпе ӗҫлекенсене те кашни ҫулах уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Лидия Руссакова "Чи лайӑх тьютор -2026" конкурсра лауреат ятне тивӗҫрӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче пурӗ 12 ӑсталӑх конкурсӗнче палӑрнисене чысларӗҫ. Вӗсенчен чи сумли "Ҫулталӑк учителӗ" шутланать. Ку номинацире хисеплӗ ята кам тивӗҫнине Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫӑмлатрӗ.

Татьяна Тарасова Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш вӑтам шкулта 8 ҫул ӗҫлет. Ӑна та ачасене юратни ҫак профессие илсе ҫитернӗ. Тӳресене вӑл тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе тыткӑнланӑ. 

"Ҫулталӑк учительне" 150 пин тенкӗ преми парса хавхалантараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Татьяна Тарасова республика чысне вӗрентекенсен Раҫҫей шайӗнчи конкурсӗнче хӳтӗлӗ. "Ҫулталӑк воспитателӗ" ята Муркаш тӑрӑхӗнчи "Солнышко" 3-мӗш ача садӗнче ӗҫлекен Ольга Петрова илчӗ. Вӑл 100 пин тенкӗ тивӗҫӗ. "Чи лайӑх класс ертӳҫи" вара Шупашкарти 45-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Наталья Качалина пулчӗ. Ӑна тата ытти конкурс ҫӗнтерӳҫисене 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев педагогсене малалла та аталанма ҫул уҫни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Пурте пӗрле тӑрӑшса ӗҫленипе шкулсене ҫӗнӗтессипе Чӑваш Ен чи лайӑх 10 регион йышне кӗнине каларӗ.

Диана Сафонова, Юрий Марков