Республикӑри педагогсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе конференцие пуҫтарӑнчӗҫ

Кӑҫалхи тӗл пулу - "Регион пуласлӑхӗ: Чӑваш Енре кадрсем ҫитӗнтеретпӗр" ятпа иртрӗ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансене Республика Пуҫлӑхӗ саламларӗ. 

Трактор тӑвакансен культура керменне республикӑри пине яхӑн педагог пуҫтарӑнчӗ. Фойере вӗренӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе ҫыхӑннӑ курав йӗркеленӗ. Красноармейскинчи вӑтам шкул коллективӗ агрокванториум тата агрокласс ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем пӗрле тӑрӑшнипе тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫпе ӳсен-тӑран, вӑл шутра чечексем ҫитӗнтереҫҫӗ. "Агроинженери" енӗпе пӗлӳ илмелли  ятарлӑ класс уҫни вара малашне тата ытларах ачана ял хуҫалӑх профессийӗсемпе паллаштарма май парӗ.

Конференцире пӗлӳ ӗҫӗнчи тӗп тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. Тӗп вырӑнта - кашни ачана пахалӑхлӑ вӗренӳпе тивӗҫтересси, ӑна пур енлӗн аталанма, ҫитӗнӳсем туса малашнехи ҫула суйласа илме ҫителӗклӗ майсем туса парасси. Пӗлтӗрхи кӑтарту тӑрах, Чӑваш Ен пӗлӳ тытӑмне аталантарас енӗпе малта пыракан 10 регион йышне кӗнӗ. Кӑҫал ялти шкулсенчи виҫӗ ача пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене 200 баллӑх тытма пултарнӑ. Правителство умӗнче тӑракан пысӑк тӗллевсенчен пӗри - 2030-мӗш ҫул тӗлне регионти пур шкула та юсаса ҫӗнетесси. Юлашки ҫулсенче ҫеҫ 121 пӗлӳ ҫуртне тирпейленӗ. Кӑҫалхи ҫул ку енӗпе тепӗр 36 учрежденире ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Олег Николаев ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче педагогсен ӗҫ укҫин оклад пайне 50 процент таран ӳстересси пирки  пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех регион ертӳҫи вӗрентекенсене хавхалантарасси ҫинчен калакан Указ алӑ пуснӑ.  

Ӗҫре палӑрнӑ, нумай ҫул вӑй хуракан тата пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ педагогсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Вӑл шутра 4 ҫын "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" ята тивӗҫрӗ. 

Оксана Верликова, Виктория Логунова, Вадим Владимиров