Республикӑри "Ҫулталӑк учителӗ" конкурс лауреачӗсем паллӑ

Регион ертӳҫи Олег Николаев педагогсем тӗлӗшпе "Чӑваш халӑх вӗрентекенӗ" сумлӑ ят ҫирӗплетнӗ. Пуҫлӑхсем педагогсене хавхалантармалли хушма меслетсем шыранӑ вӑхӑтра вӗрентекенсем хӑйсен ӑсталӑх шайне йӑлана кӗнӗ ӑмӑртура кӑтартрӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта "Ҫулталӑк учителӗ-2023" конкурс лауреачӗсене палӑртрӗҫ. 

Вӗрентекенсен ачасене пӗлӳ тӗнчи тӑрӑх ҫулҫӳреме тунсӑх ан пултӑр тесен пӗрмай ӑсталӑхне ӳстермелле. Ҫакӑ кашни специалиста пырса тивет. Хӑйсем мӗн пӗлнине ыттисем умӗнче кӑтартса пани вара малалла ӗҫлеме хавхалану кӳрет. Вӗренӳ ҫулӗн 2-мӗш ҫурри йӑлана кӗнӗ тӑрӑх конкурссен тапхӑрӗ.

Педагогсем хушшинче ирттерекен мӗн-пур конкурса вӗҫлекенни "Ҫулталӑк учителӗ". Ӑна яланхилле иртнӗ ҫул ҫӗнтерӳҫи ӗҫлекен вӗренӳ учрежденийӗ йышӑнать. Хальхинче - Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкул. 

Республикӑри 26 педагог хушшинчен лайӑхран лайӑххине суйласа илме ҫӑмӑл мар. Апла пулин те чылай канашланӑ хыҫҫӑн тӳресем 5 лауреата палӑртрӗҫ. Сцена ҫинчен вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекен Елена Ефанова, историпе тата обществознанипе пӗлӳ паракан Михаил Зыковпа Ирина Коптева, акӑлчан чӗлхипе музыка ертсе пыракан Мария Пилюгина тата информатика вӗрентекен Елена Чердакован ячӗсем янӑрарӗҫ. "Ҫулталӑк учителӗ-2023" кам пулса тӑни хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра. Унӑн ятне професси ӑсталӑхӗн республика шайӗнчи ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ чухне пӗлӗпӗр. Сӑмах май, 1-мӗш вырӑна тухнӑ вӗрентекен регион чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Михаил Солин