Республикӑри чи лайӑх педагогсен ячӗсем паллӑ

Ҫак кунсенче ҫулталӑкри учитель, воспитатель, чи лайӑх класс ертӳҫи тата ытти ӑсталӑх конкурсӗнче палӑрнӑ вӗрентекенсене чысларӗҫ. Вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Вӗренӳ ҫулталӑкӗ вӗҫленсен чи лайӑх педагогсене палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ хастар учительсем ҫулсерен професси конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. Тупӑшӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем вӑрттӑнлӑхра пулнӑ. Пӗтӗмлетӳ уявӗнче кӑна Ҫулталӑкри учительпе воспитателе, чи лайӑх социаллӑ педагога, педагог-психолога, методиста тата тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенне пӗлтерчӗҫ. Пурӗ 11 ҫӗнтерӳҫӗ. Олег Николаев вӗсене ӗҫе юратнӑшӑн, ачасене вӗренме хавхалантарнӑшӑн тав турӗ. 

"Ҫулталӑкри учитель" ята Шупашкарти 4-мӗш лицейри историпе обществознани вӗрентекенӗ Михаил Зыков тивӗҫрӗ. Тӳресене вӑл тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе тыткӑнланӑ. Шӑмӑршӑра ҫӳралса ӳснӗскер тӗп хулара 11-мӗш ҫул пурӑнать. Михаил Зыков педагогика ӗҫӗнче 6-мӗш ҫул. Конкурсра ҫӗнтернӗшӗн вӑл 150 пин тенке тивӗҫӗ. Халӗ ҫамрӑк Раҫҫейри "Ҫулталӑк учителӗ" конкурсра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме хатӗрленет. 

Алена Артемкина, Людмила Майкова, Димитрий Макаров