Республикӑри чи ӑста педагогсен ячӗсем паллӑ

Вӗсене Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысларӗҫ. Уява Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. Вӑл «Ҫулталӑк учителӗ» ята тивӗҫнӗ вӗрентекене парне пачӗ. Ҫак ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Екатерина Ананьева ҫӗнсе илчӗ. 

Паянхи кун республикӑра ачасене пӗлу парассипе 16 пин те 800 ытла педагог тӑрӑшать. Вӗсенчен 6 пин ытларахӑшӗ шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗренӳ тытӑмне республикӑра пӗтӗм Раҫҫейри пекех пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шкулсене тӗпрен юсаҫҫӗ, ҫӗннисене хӑпартаҫҫӗ. Ҫамрӑк учительсене пӗлӳ парас ӗҫе илӗртес тесе тӗрлӗ программа пуҫараҫҫӗ. Вӗрентекенсем те ӑсталӑхне ӳстерсех пыраҫҫӗ. Район-хула шайӗнчи конкурссенче 800 яхӑн воспитательпе учитель тата психолог тупӑшнӑ. Республикӑри тапхӑрта кӑҫал 144-ӑн ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 50 пинрен пуҫласа 150 пин тенкӗ таран укҫа парса хавхалантараҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров