Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки хатӗрленӗ "Чӑваш ҫыравҫисем - ачасем валли" проект Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтернӗ 

Халь республикӑри авторсен хайлавӗсене ятарлӑ сайта кӗрсе вулама тата итлеме пулать. Нумаях пулмасть ҫӗршыври наука ӗҫӗсен конкурсӗнче ӑна "Чи лайӑх мультимедиллӗ проект" номинацире палӑртнӑ. 

Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче ҫӗнӗ проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ сайт йӗркеленӗ те унта чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ҫак мультимедиллӗ проект кунран-кун пуянланса пынӑ. Унта 80 авторӑн 2 пине яхӑн произведенине кӗртнӗ. Библиотекарьсем паян та pchd21.ru сайта пуянлатса пыраҫҫӗ. Кунсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем вырнаҫтараҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров