Кӑҫал Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлемешкӗн 2 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа 42 шкула ҫӗнетеҫҫӗ, вӗсем 50 процент таран юхӑннӑ. Ҫавӑн пекех 28 ача садне тата 2 лагере юсаҫҫӗ. Кӑҫал партта хушшине 140 пин ытла ача ларӗ. Вӗсенчен 17 пинӗшӗ - пӗрремӗш класа каякансем. Кашни шкула комисси тимлӗ тӗрӗслет. Тӗп вырӑнта - ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ. Комисси классен, медицина пӳлӗмӗн, спорт залӗн хӑтлӑхне тимлӗх уйӑрчӗ. Тухмалли саппас ҫулсем пуррине курса ӗненчӗ. Унсӑр пуҫне ӑшӑ, электричесто тытӑмӗпе кӑсӑкланчӗ.
Надежда Александрова Виктор Степанов