Республикӑра наставниксен конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ

 Ӑмӑртӑва Чӑваш Енре иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Кӑҫал унта 40 яхӑн организаци хутшӑннӑ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 11-шне суйласа илнӗ. 

Предприятисемпе организацисенчи наставниксем ҫамрӑк специалистсене вӗрентсе пыраҫҫӗ, вӗсене профессире пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшаҫҫӗ. Ку енӗпе Шупашкарти 45-мӗш шкул ӗҫне пысӑк хак пачӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ Татьяна Юдина каланӑ тӑрӑх, пысӑк опытлӑ, нумай ҫул ӗҫлекен вӗрентекенсем ҫамрӑксене професси варттӑнлӑхӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем те хастар. Сӑмахран, тӗрлӗ предметпа юлса пыракансене пӗр класра вӗренекенесем "туртса" пыраҫҫӗ. Наставничество ӗҫне ашшӗ-амӑшне те явӑҫтарнӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, иккӗмӗш вырӑнта "Химпром" предприяти, виҫҫӗмӗш - "Т Плюс" компани. Палӑртмалла, конкурса республикӑри пысӑк пӗрлешӳсемпе пӗрлех пӗчӗк организацисем те хутшӑннӑ. 

Елена Дмитриева, Людмила Майкова, Вадим Владимиров